Пятница, 19.04.2024, 12:14
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2021 » Март » 22 » Ҫӑкалӑхсем - ҫӗнтерӳҫӗсем
04:43
Ҫӑкалӑхсем - ҫӗнтерӳҫӗсем

       Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗнче  «Пограничниксен ҫамрӑк  тусӗсем» ятпа  республикӑри  9-мӗш слет иртрӗ.  Пирӗн  шкулти  ҫамрӑк пограничниксем  слета тӗплӗн хатӗрленчӗҫ.   Команда ятне ҫак ачасем хӳтӗлерӗҫ:  И. Кошелева –(6 - мӗш кл.),  С. Абрашев,  Д. Кондратьев –(7-мӗш кл.), В. Николаев,  А. Тимофеева –(8-мӗш кл.),  Е.  Ананьев,  Е. Артемьева –командир,  Д. Макарова,  Г. Федорова,  А. Шамбина – (9-мӗш кл.).  Тупӑшура  ҫамрӑк пограничниксем  хӑйсен пултарулӑхне пилӗк енчен тӗрӗслерӗҫ.  Кашни тупӑшурах  лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарчӗҫ.   Стройпа утса иртессипе – 2-мӗш,   ялав ҫӗклесе тухассипе тата  унпа паллаштарассипе – 1-мӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ.   «Тӗрлӗ чӑрмав витӗр тухасси»  эстафетӑра – 1-мӗш  пулчӗҫ.  4-мӗш конкурс «Васкавлӑ пулӑшу  парасси» ятпа иртрӗ. Ачасем хӑйсен пӗлӗвне  медицина  теорипе тӗрӗслерӗҫ.   Эстафета чупса 1-мӗш пулчӗҫ. «Пултарулӑх конкурсӗ» номинацинче –3-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, Ҫӑкалӑх тӗп шкулӗн команди     республикӑри  9-мӗш слетӑн ҫӗнтерӳҫи   пулса тӑчӗ. Ҫамрӑк пограничниксене  районти  «Пограничниксен  тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи  Н.Ю.Шашкин тата ку обществӑн  представитӗлӗсем те  хавхалантарса пычӗҫ. Вӗсем те  ачасемпе пӗрле слета пычӗҫ.  Ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ  командӑна  кубокпа, дипломсемпе   чысларӗҫ.  Кашни ҫамрӑк пограничнике медальпе хавхалантарчӗҫ.  Республикӑри «Пограничнисен ҫамрӑк тусӗсем» ятпа иртекен  10-мӗш слета  Ҫӑкалӑхри тӗп шкулта  ирттерме йышӑннӑ.  

                                                                             А.И.Кошелев

Прикрепления: Картинка 1
Просмотров: 203 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Март 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031