Пятница, 26.04.2024, 02:28
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2019 » Январь » 28 » Çăкалăхсен черетлĕ çитĕнĕвĕ
10:43
Çăкалăхсен черетлĕ çитĕнĕвĕ

      Çак кунсенче Шупашкар хулинчи 37-мĕш шкулта  тинĕспе çар  флочĕн енĕпе  республикăри ăмăрту иртрĕ. Хĕрÿ тупăшăва   пурĕ 51 команда хутшăнма кăмăл турĕ. Малти вырăнсене çĕнсе илессишĕн  153 çамрăк армеец тупăшрĕ.  Йĕпреç районĕн чысне Çăкалăхри тĕп шкул   командисем  хÿтĕлерĕç.  Ачасене тупăшăва А.И.Кошелев  вĕрентекен хатĕрлерĕ. 

     Вăтам ушкăн чысне А.Артемьева, А.Иванов, С.Шмелева (9кл) хÿтĕлерĕç. Кĕçĕн ушкăнра А.Тимофеева (6кл), Л.Артемьева, Г.Федорова (7кл) пулчĕç.  Командăсем виçĕ тĕрлĕ тупăшу витĕр тухрĕç.  Тĕвĕсем çыхрĕç, ялав семафорĕпе  паллăсем  пачĕç тата  инçете персе  ывăтрĕç.

    Тĕрлĕ тупăшу витĕр тухса вăтам ушкăн 22 команда хушшинче 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.  А.Артемьева ялав семафорĕпе паллăсем  парассипе çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вăл «Чăваш енри  чи лайăх юнга» медале тивĕçрĕ.  Çак ушкăнри А.Иванов та ялав   семафорĕпе  паллăсем парассипе  тата инçете персе ывăтассипе 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕ. Кĕçĕн ушкăнсем те çитĕнÿпе савăнтарчĕç. 18 команда хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. А.Тимофеева та ялав семафорĕпе  паллăсем парассипе 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Çăкалăх шкулĕнчи  çамрăк армеецсем хальхинче те хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартма пултарчĕç. Çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ  командăсене дипломсемпе тата кубоксемпе чысларĕç. 

                       Ю. Кошелева,  вĕрентекен.

Просмотров: 379 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Январь 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031