Среда, 24.04.2024, 16:16
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2017 » Май » 10 » Çĕнтерÿ кунне халалласа
13:56
Çĕнтерÿ кунне халалласа

Липовкăри тĕп шкулта Çĕнтерÿ кунне халалласа пысăк уяв программи иртрĕ. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ял-йыш, хаклă хăнасем пурте спортзала пухăнчĕç. Уяв программине Михетова А.А. вĕрентекен пуян содержаниллĕ хатĕрленĕ. Пухăннисем умĕнче шкул директорĕ Скворцов Ф.К. тата район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Гаврилов В.Ф. сăмах илчĕç. Концерт программине Л.Артемьева тата А.Шамбина вĕренекенсем ертсе пычĕç. Куракансем умĕнче пуçламăш тата вăтам класра вĕренекенсем сăвăсемпе, юрă-ташăпа тухрĕç. Исакова Н.В. вĕрентекен ертсе пынипе «Вилĕмсĕр полк» акци иртрĕ. Кăçалхи çул районта Раççей Геройĕ Л.С.Константиновăн çулталăкĕ пулнă май ăна асăнса Козлова Е.А. вĕрентекен «Ах, ывăлăм» юрра чуна тивмелле шăрантарчĕ. Шкулти çамрăк армеецсем плац-концерт программипе паллаштарчĕç. Юлашкинчен М.Кошелева тата В. Алексеева вĕренекенсем вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Уява пухăннисем пурте пĕр саслăн нихăçан та хăрушă вăрçă вучĕ ан ялкăштăр тесе пĕтĕмлетрĕç.

Ю.Кошелева, вĕрентекен.

                           

Просмотров: 654 | Добавил: Липовская_ООШ | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Май 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031