Пятница, 19.04.2024, 09:51
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2019 » Октябрь » 15 » Çĕнтерÿçĕсен ретĕнче
04:24
Çĕнтерÿçĕсен ретĕнче

     Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче  Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче   «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» ятпа 8-мĕш хут республика слечĕ иртрĕ.  Унăн тĕллевĕ – çитĕнсе пыракан ăрăва патриотла воспитани парасси тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси.   Слета Совет Союзĕн Геройне В.А. Матросова халалласа ирттерчĕç. Йĕпреç район чысне Раççей Геройĕ  Л.С.Константинов ячĕпе хисепленсе тăракан  Çăкалăхри тĕп шкулти çамрăк пограничниксен команди  хÿтĕлерĕ.    Ачасене    хĕрÿ тупăшăва А.И. Кошелев  вĕрентекен хатĕрлерĕ.   «Çамрăк пограничниксен тусĕсем» ята çĕнсе илессишĕн пурĕ  вун пĕр команда ăмăртрĕ.   Ушкăнсен хăйсен   пултарулăхне  пилĕк енчен тĕрĕслерĕç.  Патриотла юрăсем юрларĕç,  стройпа утса иртрĕç, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассипе тупăшрĕç,  ялав çĕклесе тухассипе тата  тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухса эстафета чупрĕç.  Çăкалăх  шкул команди  «Пирĕн пултарулăх» номинацинче тата эстафета чупассипе –1-мĕш,  ялав  çĕклесе тухассипе  тата стройпа утса иртессипе-3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕ.  Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухса  çĕнтерÿçĕ ята Элĕксен команди тивĕçрĕ.  Çăкалăхсен команди 2-мĕш вырăна тухрĕ. 3-мĕш вырăна Канаш хулинчи 10-мĕш шкулти çамрăк пограничниксем тивĕçрĕç.  11 команда хушшинчи «Чи лайăх командир» ята пирĕн шкулти Л.Артемьева тивĕçрĕ. Пултаруллă  командира «Поганичниксен пĕрлĕхĕ» ушкăнăн председателĕ  А.Б. Шорников  «Чыс тата тивĕç»  паллă  парса чысларĕ. Малти вырăнсене тухнă командăсене кубокпа, дипломсемпе тата медальсемпе саламларĕç.                                          

                                        Юлия Кошелева, вĕрентекен.

                                      

Просмотров: 343 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Октябрь 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031