|
Главная » 2017 » Май » 3 » Чăваш чĕлхи эрнелĕхĕ
11:45 Чăваш чĕлхи эрнелĕхĕ |

Чăваш чĕлхи эрнелĕхне халалласа шкулта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Тунти кун «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» ятпа КВН хăй тавра 5-8-мĕш классене пуçтарчĕ. Ку тупăшура 7-мĕшсем чи пуçаруллисем пулчĕç. 7-9-мĕш классенче «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе вилĕмсĕр ĕçĕсем» викторина иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсем ята Н.Артемьева , И.Егорова , А.Максимов , А.Иванова , М.Кошелева тивĕçрĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем Чăваш диктанчĕ çырчĕç. Ытлари кун чĕлхи кунне халалласа 5-8-мĕш классенче «Çамрăк чĕлхеçĕсем» викторина иртрĕ. Юн кун «Яковлев вулавĕсем» , кĕçнерни кун 1-4-мĕш классем хушшинче «Пĕчĕк Нарсписемпе Сетнерсем» конкурс иртрĕ. Хĕрÿ тупăшура 2,3-мĕш классем палăрчĕç. Эрне кун «Тăван чĕлхем-таса хĕлхем» сăвăçсен конкурсĕнче И.Кошелева, А.Михетов, Н.Артемьева çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Экологи çулталăкне халалласа «Юратнă Енĕм» ятпа ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Эрнелĕхре пуçарулăх кăтартна ачасене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Ю. Кошелева, вĕрентекен.
 |
Просмотров: 379 |
Добавил: Липовская_ООШ
| Рейтинг: 0.0/0 |
|
|