Суббота, 27.04.2024, 04:58
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2020 » Апрель » 26 » Чăваш чĕлхи эрнелехĕ
15:46
Чăваш чĕлхи эрнелехĕ

       Ака уйăхĕн 20-25-мĕш кунĕсенче шкулти ачасем хушшинче дистанци мелĕпе «Чăваш чĕлхи» эрнелĕхĕ иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç. 5-мĕш классем «Чăваш чĕлхи –атте-анне чĕлхи» викторинăра тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕ ята И.Кошелева, К.Павлов тивĕçрĕç. Вĕренекенсем «И.Я.Яковлевăн вилĕмсĕр ĕçĕсем» конкурсра ăмăртрĕç.  «Чи пултаруллисем, тавçăруллисем» тупăшура 5-мĕш классем хастар пулчĕç. 6-мĕш классем  «Упрар тăван чĕлхемĕре» викторинăра хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕс. С. Абрашев 62 балл пуçтарса 1-мĕш вырăн, Д. Васильев   2-мĕш, Д. Кондратьеа 57 балпа 3-мĕш вырăна тухрĕç. 7-мĕш классем хушшинче «Эпĕ чăваш ачи» викторинăра А.Тимофеева палăрчĕ. 8-мĕш класс ачисем хушшинче «Чăваш чĕлхи –атте-анне чĕлхи» викторина иртрĕ. 1-мĕш вырăна Е.Артемьевăпа А.Шамбина пайларĕç. 9-мĕш классем хушшинче «Чăваш çырулăхĕ, унăн тапхăрĕсем» ятпа викторина иртрĕ. Çĕнтерÿçĕ ята 51 балл пуçтарса А. Тимофеев тивĕçрĕ. Çавăн пекех вĕрентекенсемпе шкул ачисем  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ –2020» юхăма хутшăнса  диктант çырчĕç. «Упрар тăван чĕлхемĕре» сăвăçсен  пултарулăх конкурсне хастар хутшăнчĕç. Пур класра та «Тупсăмне тупăр» тавçăрулăх конкурсĕ иртрĕ.  Малти вырăнă тухнă ачасене   «5» паллă лартса хавхалантарчĕç.

                                                                                                                                         Ю.Кошелева, вĕрентекен.

Просмотров: 239 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Апрель 2020  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930