Среда, 24.04.2024, 03:16
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2020 » Май » 25 » Поздравление директора школы с завершением учебного года
13:11
Поздравление директора школы с завершением учебного года

Ырă кун!  Хаклă ачасем, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, вĕрентекенсем!

Хаклă ачасем!  Паян сире валли юлашки шăнкăрав янрать. Юлашки шăнкăрав сасси сирĕн пурнăçра çĕнĕ тапхăр пуçланнине пĕлтерет.   

Вĕрентекенсемпе пĕрле эпир сире аслă пурнăç çулĕ çине ăсататпăр.  Ку çул ансат пулмасть, анчах та эпир шанатпăр эсир йывăрлăхсене çĕнтерсе çĕршывăн тивĕçлĕ, ăнăслă çыннисем пуласса. Кашнийĕшĕ кăмăла каякан ĕçе суйласа илме пултарнине. Малашнехи пурнăç  мёнле пуласси пĕтĕмпех хăвăртан килет. Ĕмĕтленни пурнăçланасси сирĕн тăрăшуллăхунтан, юлташсемпе, пурнăçри сынсепе хутшăнма пĕлнинчен килет. Пурнăç çине савăклă куçпа пăхăр, вара вăл та сире савăнăç парнелĕ.

Кăçал шкултан вĕренсе  тухакан ачасен çитĕнĕвĕсене палăртма кăмăллă.  Виççĕшен те терлĕ шайра  çитĕнӱсем пур; шкул чысне вĕренӱре, конкурссенче, фестивальсенче, спортра пĕрре мар хӱтĕлерĕç.  Никитăпа Альберт олимпиадăсенче палăрма пултарчĕç.

Тав сăмахĕ хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсене калатăп шкул пурнăçĕпе кăсăкланнăшăн, хутшăннăшăн, çакăн пек ăслă та пултаруллă ачасене çитĕнтрнĕшен.

Кăçалхи вĕренӱ çулĕн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур ытти çулсемпе танлаштарсан.  Виçĕ чĕрĕк уçăмлă майпа вĕрентĕмĕр, тăваттăмĕш чĕрĕке уçăмсăр майпа. Вĕренӱ çулне экзаменсемсĕр вĕçлерĕмĕр.  Аттестата отметкăсене вĕренӱ çулĕшĕн лартнă отметкăсене пăхса лартатпăр.  Ку пулăм ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те кĕтменлĕх.  Хамăн асăмра  аллă ытла вĕренӱ çулĕсенчен кун пеки халлĕхе пулман.

Тав сăмахĕ (тайма пуç) пур вĕрентекене: тăрăшса ĕçленĕшен, çитенӱсем туптанăшăн, вĕренӱ çулне ăнăçлă вĕçленĕшĕн: Елена Анатольевна яланлăхах пĕрремĕш вĕрентекен, класс ертӱçисем Регина Геннадьевнăпа Фаина Григорьевна, Раиса Андреевна, Надежда Валерьевна, Галина Ивановна, Юлия Васильевна, Роза Ивановна, Александр Иванович, Ираида Николаевна, Татьяна Александровна, тата тĕрлĕ вĕренӱ çулĕсенче  тăрăшнă вĕрентекенсене. Ачасем эсир вĕсене чунра упрăр, уяв ячĕпе саламлама ан манăр.

Тепĕр хут  Липовка шкулне вĕренсе пĕтернĕ ятпа саламлатăп. Малашнехи пурнăçра телейлĕ пулăр.

Сывлăх сунатăп!  Хăвăра-хăвăр упрăр!     Такăр çул сире, пурне те!

Директор школы:                      Ф.К. Скворцов

Просмотров: 335 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Май 2020  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031