Суббота, 20.04.2024, 13:26
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2019 » Март » 18 » Пултаруллӑ Настя
13:44
Пултаруллӑ Настя

     Ҫӑкалӑхри тӗп шкулти 9-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче пултаруллӑ ачасем чылай.  Вӗсенчен пӗри – Анастасия Артемьева.  Пултаруллӑ хӗр ача  пуҫламӑш класранпах вӗренӳ отличникӗ. 6-мӗш класранпа  районта тата республикӑра иртекен «Зарница» ҫарпа спорт вӑййисене хастар  хутшӑнать.  Юлашки икӗ ҫул хушшинче «Юнармия» юхӑмра тӑрать,  шкул тата район чысне республикӑри ӑмӑртусенче хӳтӗлет. Волейбол тата баскетболпа  шкулӑн пӗрлештернӗ командинче тӑрать, районта иртекен ӑмӑртусене хастар хутшӑнать. «Тантӑш» тата «Тетте» ача-пӑча  кӑларӑмӗсемпе тачӑ  ҫыхӑну тытать.  Настя хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе  чӑннипех те мухтава тивӗҫ. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче  9 предметпа  районта иртекен олимпиадӑна  хутшӑнса хӑйӗн пӗлӗвне тӗрӗслерӗ. Пилӗк предметпа  палӑрма пултарчӗ. Физкультура, ОБЖ, чӑваш чӗлхипе тата  литературипе 1-мӗш вырӑнсене тивӗҫрӗ.  Вырӑс чӗлхипе тата общество предмечӗсемпе призерсен шутне лекрӗ.   Физкультура тата чӑваш чӗлхипе  республикӑра  иртекен олимпиадӑсене тивӗҫлӗн хатӗрленчӗ.  Тӑрӑшни харама каймарӗ. Настя икӗ предмечӗпе те призерсен шутне лекме пултарчӗ. Ҫакӑн пек пысӑк шайри  олимпиадӑсенче ҫитӗнӳсем туни шкулшӑн та пысӑк хисеп.  Пултаруллӑ  ҫамрӑка малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем сунар.

                                                                                                                                              Юлия Кошелева, вӗрентекен  

Просмотров: 367 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Март 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031