Среда, 24.04.2024, 13:02
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2017 » Январь » 26 » Пултаруллă Таньăсем
10:43
Пултаруллă Таньăсем

 

Уроксем  хыççăн пурте уяв залне уява васкарĕç. Таньăсем ятпа çÿрекенсен хушшинче хĕрÿ тупăшу иртмелле. Уяв программине Михетова А.А. вĕрентекен  кăсăклă та пуян содержаниллĕ хатĕрленĕ. Таньăсен уявĕнче вĕренекенсемпе пĕрле вĕрентекенсем те, вулав  тата культура çурчĕнче тăрăшакансем те пулчĕç.  «Çепĕçлĕх» тата «Таньăсем» ушкăнсем  шÿтлĕ ыйтусем çине тĕрĕс хурав парассипе,  хаçатран илемлĕ кĕпе ăсталассипе, юрă юрлассипе,  кĕвĕ вăрттăнлăхне  пĕлессипе, сăмах шутне астăвассипе тата тĕрлĕ-тĕрлĕ кăсăклă ĕçсем пурнăçлассипе ăмăртрĕç.  Куракансене «Сепĕçлĕх» ушкăнри Галкина Т.Г вĕрентекен  юрланă опера, çиппе  çăмхана  хăвăрт çавăрассипе «Таньăсем» ушкăнри Артемьева Т.И. библиотекарь пурнăçланă ĕçсем кăмăла кайрĕç.   Уяв тĕршшĕпех куракансене  Ананьева К.,  Иванова А,  Ракова А.(8кл)  Егорова И. (7кл) тата Ананьева И. юрă-ташăпа савăнтарчĕç.  Тĕрлĕ тупăшу витĕр тухса " Çепĕçлĕх» ушкăн 36 очко пуçтарса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Кайран пурте çавра сĕтел хушшинче тутлă тортпа сăйланчĕç. Уяв чунсенче хаваслă туйăм хăварчĕ.

 

Юлия Кошелева - вĕрентекен

                   

                   

Просмотров: 533 | Добавил: Липовская_ООШ | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Январь 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031