Пятница, 26.04.2024, 11:44
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2019 » Март » 18 » Республика слечӗн ҫӗнтерӳҫисем
13:28
Республика слечӗн ҫӗнтерӳҫисем

         Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче  Вӑрмар районӗнчи  Пинерти  тӗп шкулта  «Пограничниксен ҫамрӑк  тусӗсем»  ятпа  7-мӗш хут Республика слечӗ иртрӗ.   Район чысне Ҫӑкалӑхри тӗп шкулта вӗренекен   ҫамрӑк пограничниксен ушкӑнӗ хӳтӗлерӗ. И.Кошелева-4-мӗш класс, В.Николаев, А.Тимофеева-6-мӗш класс,  Е.Ананьев,  Е.Артемьева,  Д.Макарова, Г.Федорова,  А.Шамбина-7-мӗш класс, И.Ананьева, Н.Козлов,  А.Тимофеев –8-мӗш класс район чысне тивӗҫлӗн   хӳтӗлерӗҫ.  Ачасене черетлӗ тупӑшӑва  А. И. Кошелев  вӗрентекен хатӗрлерӗ.

       Ҫамрӑк пограничниксем пилӗк енлӗ тӗрӗслев витӗр тухрӗҫ. Ҫӑкалӑхсем  хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ тупӑшура  кӑтартса пачӗҫ.

      «Пограничниксен ярӑмӗ»  эстафетӑра –1-мӗш вырӑна тухма пултарчӗҫ. «Патриотла юрӑсем юрласси» пултарулӑх конкурсӗнче – 2-мӗш вырӑна тухрӗҫ.  Ялава ҫӗклесе  йӑтса тухассипе, «Пирвайхи пулӑшу парасси» тупӑшура – 3-мӗш, стройпа утса иртессипе – 4-мӗш вырӑна тивӗҫрӗс.  Республикӑри тӗрлӗ районтан килнӗ командӑсем  хушшинче Ҫӑкалӑхри ҫамрӑк пограничниксем  чи  маттуррисем пулчӗҫ.  Вӗсем   9 команда хушшинче  1-мӗш вырӑна тухрӗҫ.  Сӑмах май каласан, Ҫӑкалӑхсем юлашки тӑватӑ слетра   ҫӗнтерӗве никама та памарӗҫ.    Ҫӗнтерӳҫӗ командӑна кубокпа, дипломсемпе тата сертификат парса чысларӗҫ.  Ҫавӑн пекех  кашни  «ҫамрӑк пограничнике» парнесем парса хавхалантарчӗҫ.  Ҫак черетлӗ ҫӗнтерӳпе  Ҫӑкалӑх ачисем  хӑйсен ентешӗн, Раҫҫӗй Геройӗ  Л.С.Константинов ятне ҫӳллӗ шайра тытнине тепӗр¨хут ҫирӗплетсе пачӗҫ.

                                                                                             Юлия Кошелева

Просмотров: 348 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Март 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031