Среда, 17.04.2024, 02:51
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2019 » Январь » 25 » Шкул ачисен çитĕнĕвĕ
10:15
Шкул ачисен çитĕнĕвĕ

       Ача-пăча  кăларăмĕсен  «Тантăш хаçат редакцийĕ  Чăваш Республикинчи Çут çанталăк Министерствипе  пĕрле   «Симĕс тавралăх» ÿкерчĕксен конкурсне ирттерчĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – тăван тавралăха упрасси, çамрăк ăрура  çут çанталăка сыхлас туйăма аталантарасси. Пултарулăх конкурсне   шкултан виçĕ вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕç - И. Кошелева (4кл), А. Артемьева (3 кл) тата А. Тимофеева (6 кл). Конкурса хутшăнакансен хăйсен ÿкерчĕкĕсемпе  пĕрле «Тантăш» тата «Тетте» кăларăмсене  çырăннине ĕнентерекен квитанцисене тăратмалла пулнă.  А. Тимофеевăн ĕçне  комисси членĕсем  пысăк хак пачĕç.  Вăтам ÿсĕмри    çамрăк ÿнерçĕсем хушшинче унăн ĕçĕ 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.  Пултаруллăскере дипломпа тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Конкурса хутшăннисене сертификатсемпе  хавхалантарчĕç.

                                                 Ю.Кошелева, вĕрентекен

Просмотров: 345 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Январь 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031