Среда, 19.12.2018, 02:12
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Главная » 2018 » Ноябрь » 25 » Слетран çĕнтерÿпе таврăннă
19:16
Слетран çĕнтерÿпе таврăннă

       Çак кунсенче республика  шайĕнче 6-мĕш хутчен «Пограничниксен  çамрăк  тусĕсем» ятлă  слет  иртрĕ.  Кăçалхи çул вăл Вăрнар районĕнчи Калининăри  вăтам шкулта пулчĕ. Иртнĕ çулсенче 4 тата 5-мĕш слета килнĕ командăсене Çăкалăхри тĕп шкул йышăннăччĕ.   

   Слета республикăри 14 команда хутшăнма кăмăл тунă. Пирĕн район чысне Çăкалахри тĕп шкулти «Пограничниксен çамрăк  тусĕсем» ушкăн   хÿтĕлерĕ. Ачасене хĕрÿ тупăшăва Кошелев А.И. вĕрентекен  хатĕрлерĕ. 

     Хĕрÿ тупăшу пилĕк номинаципе иртрĕ. Çăкалахсен команди ялав йăтса утассипе - 1-мĕш, автомата сÿтсе пуçтарассипе тата «Пĕрремĕш пулăшу парасси» номинацинче - 2-мĕш, «Стройпа утасси» тата «Пирĕн пултарулăх»    номинацисенче - 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.  Пилĕк тупăшу витĕр тивĕçлĕ тухса Çăкалăхри «Пограничниксен  çамрăк  тусĕсем» ушкăн  çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ.  Малти вырăна тухнă ушкăна кубокпа тата дипломсемпе чысларĕç.

      Ачасене тупăшăва кайса килме хамăр районти  «Пограничниксен пĕрлĕхĕ»  транспортпа тивĕçтерчĕ.

 

                                                     Ю.Кошелева, вĕрентекен.

Просмотров: 16 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск
Баннеры
Календарь
«  Ноябрь 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930