Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Килте дистанци мелĕпе вĕренеççĕ пулсан та, 1-мĕш класс ачисемшĕн çак кун чăн-чăн уяв пулчĕ. Ирех ура çинче вĕсем. Пĕчĕкскерсем чăваш тумне тăхăнса «Чăваш чĕлхи – пирĕн пуянлăх» конкурса хатĕрленчĕç. Ачасем пĕрин хыççăн тепри сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, чăваш чĕлхине мухтарĕç.