Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче Ҫамрӑк корреспондентсен VII-мӗш слечӗ иртрӗ. «Тантӑш» хаҫатпа «Тетте» журналӑн чи ҫывӑх тусӗсем республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑнчӗҫ.
Унта Ҫӑкалӑх шкулӗнчи Марина Васильева, Арина Константинова, Юля Иванова, Игорь Васильев тата Мария Орлова вӗрентекен пулса курчӗҫ.
«Хыпар» Издательствин директорӗ Виктория Вышинская пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, юратнӑ кӑларӑмсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнишӗн тав турӗ. «Чӑваш хаҫат-журналне малалла та аталантарасчӗ, малашне те пӗрлех пулар», — терӗ «Тантӑшӑн» редакторӗ Елена Атаманова.
Слетра «Тантӑшӑн» чи хастар авторӗсене, хаҫат-журнал ирттернӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.
4-мӗш класри Марина Васильевӑпа 9-мӗш класри Аня Артемьева «Тантӑш» хаҫатӑн 2024 ҫулхи чи хастар авторӗ ятне илчӗҫ. Арина Константинова «Тантӑшра» пичетленнӗ чи лайӑх сӑвӑшӑн диплома тивӗҫрӗ.
«Чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх калав» номинацире 6-мӗш класри Юля Иванова ҫӗнтерчӗ.
Марина та, Арина та, Юля та медиасферӑра анлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологин тата журналистикин хисеп хутне илчӗҫ.
Мария Орлова Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫамрӑксен политикин управленийӗн тав хутне тивӗҫрӗ.
Тӗрлӗ ӑсталӑх класӗсем те иртрӗҫ. Ҫӑкалӑхсем телекӑларӑм валли сюжетсем хатӗрлес вӑрттӑнлӑхӗсене вӗренчӗҫ. «Ирхи кӑмӑл» кӑларӑмӑн ертӳҫи ертсе пырасси, сюжет ҫырасси, «телевизор хыҫӗнче» камсем ӗҫлени пирки каласа пачӗ. Практика пайӗнче ачасем съемкӑра пулнине тата эфира тухнине хӑйсем ҫинче туйма пултарчӗҫ.
Слет ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Кашниех хавас кӑмӑл-туйӑмпа сыв пулашрӗ.
«Кун пек мероприятисене татах та килсе курасчӗ»,— терӗҫ ачасем.
«Тантӑш» хаҫатӑн ӗҫченӗсене, «Хыпар» Издательство ҫуртне слета чӗннӗшӗн тав тӑватпӑр. Ачасене хавхалантарнӑшӑн, малалла журналистика ӗҫӗпе аталанма май панӑшӑн тав сӑмахӗ калатпӑр.
Мария Орлова, вӗрентекен
 |