Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа çĕр вунă çул çитнине халалласа «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен секцийĕ «Тантăш» хаçатпа пĕрле вилĕмсĕр поэта чысласа пултарулăх ăмăртăвĕ ирттерчĕ. Республика шайĕнче иртекен конкурса пирĕн шкулти ачасем те хастар хутшăнчĕç. Вĕренекенсем пултаруллă сăвăçăн пурнăçĕпе тата литературăри ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă викторина ыйтăвĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç. П.П.Хусанкай пурнăçĕ пирки кĕнекесем вуларĕç, тĕрлĕ тапхăрта çырнă сăввисене пăхса тухрĕç. Тупăшăва пурĕ 13 вĕренекен хутшăнчĕ. Кошелева Ирина -2класс, Ананьева Кристина, Артемьева Анастасия, Егорова Инга, Иванов Андрей, Семенова Таня, Шмелева Светлана-7класс, Иванова Анжелика, Ракова Анна, Ракова Таня- 8класс, Алексеева Валя, Кошелева Маша, Кузьмина Юлия-9класс. «Хыпар» Издательство çурчĕ» автономи учрежденийĕ, «Тантăш» хаçат редакцийĕ викторинăна хастар хутшăннă ачасене ыйтусене тĕрĕс хуравланине ĕнентерекен сертификат парса чысларĕ.