Ачасен юратнӑ «Тантӑш» хаҫачӗ тухма пуҫлани кӑҫалхи ҫул 90 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ датӑна халалласа «Тантӑш» хаҫатпа Чӑваш наци конгресӗн вӗренӳ комитечӗ йӗркеленипе республика шайӗнчи «Тантӑш» («Пионер сасси») хаҫат – 90 ҫул» викторина иртрӗ. Викторинӑна пурӗ 139 вӗренекен хутшӑннӑ. Пирӗн шкулти «Хунав» кружок членӗсем те вӑйӑ-ыйтӑва хутшӑнчӗҫ. И.Кошелева тата А.Тимофеева викторина ыйтӑвӗсене тӗрӗс те туллин хуравласа призерсем пулса тӑчӗҫ. В.Алексеев тата А.Артемьева викторинӑна хутшӑннине ҫирӗплетекен сертификат илме тивӗҫ пулчӗҫ. Викторинӑна хутшӑннӑ вӗренекенсене саламлатпӑр.
Ю.Кошелева