Среда, 04.12.2024, 21:52
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2023 » Февраль » 15 » Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче
12:00
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче

     Республикӑра оборонӑпа массӑллӑ ӗҫсен тата спорт  уйӑхлӑхӗ пынӑ май нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тата 11-мӗш числисенче    Шупашкар хулинчи  ДОСААФра   ҫар    ӗҫӗн 3  енӗпе републикӑри уҫӑ черетлӗ       тупӑшӑвӗ  иртрӗ. Республикӑри тӗрлӗ хуласемпе районсенчен килнӗ ҫарпа патриот клубӗсем, ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗсем хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслерӗҫ.     Йӗпреҫ районӗн чысне   Ҫӑкалӑхри тӗп шкулти  ҫамрӑк армеецсем хутӗлерӗҫ.  Вӑтам ӳсӗмрисем йышӗнче пирӗн шкултан икӗ команда тупӑшрӗ.    Район чысне С. Абрашев, Д.Васильев, Г. Федорова хӳтӗлерӗҫ.  Иккӗмӗш вӑтам ушкӑнра В. Ананьева, А. Артемьева тата Д. Кондратьев  тупӑшрӗҫ     Виҫӗ  енлӗ ӑмӑртура  автомата сӳтсе пуҫтарассипе, ОЗК  тӑхӑнса хывассипе тата автомат магазинне  патрон тултарассипе ӑмӑртрӗҫ.  Пирӗн шкул команди 1-мӗш ушкӑнӗ  магазина патронпа тултарассипе 2-мӗш,  автомата сӳтсе пуҫтарассипе 4-мӗш, ОЗК тӑхӑнса хывассипе 7-мӗш вырӑнсене йышӑнчӗ.    Вӑтам ӳсӗмри 34 команда хушшинче   Ҫӑкалӑхри   тӗп шкулти ҫамрӑк армеецсен 1-мӗш ушкӑнӗ 3-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ. 2-мӗш  ушкӑри ҫамрӑк армеецсем те район, шкул чысне тивӗҫлӗн хӳтӗлерӗҫ.   Вӗсем автомат магазинне   патрон тултарассипе 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.  Ӑмӑртун ытти енӗпе те хӑйсен ӑсталӑхне тивӗҫлӗн хӳтӗлерӗҫ. Хӗрӳ тупӑшура 34 команда хушшинче 2-мӗш ушкӑн  10-мӗш вырӑна тухрӗ.    Ҫавӑн пекех ӑмӑртура   лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ ачасене уйрӑммӑн палӑртрӗҫ.    В. Ананьева  автомат магазинне патрон тултарассипе 2-мӗш, Д. Васильев  та ҫак енпе 3-мӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.                                                                                                                                        Кошелев А.И.                                                    

Просмотров: 105 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Февраль 2023  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728