Вӗренӳн иккӗмӗш чӗрӗкӗ учительсемшӗн те, вӗренекенсемшӗн те хӗрӳ тапхӑр. Шкул тапхӑрӗнчи олимпиадӑсем хыҫҫӑн район шайӗнчи предмет олимпиадисем пуҫланчӗҫ. Ҫак кунсенче пӗрремӗш олимпиада чӑваш чӗлхипе тата литературипе иртрӗ. Шкул чысне С.Абрашев (7 кл.), А.Тимофеева (8 кл.) тата Е.Артемьева (9 кл.) хутӗлерӗҫ. Вӗренекенсен ӗҫӗсене хакланӑ хыҫҫӑн А.Тимофеева тата Е.Артемьева призерсен шутне лекрӗҫ. Ҫавӑн пекех Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗ чӑваш чӗлхипе, литературипе тата тӑван ен культурипе «Чӗлхе пӗлӗвӗ тата чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн историйӗ» интернет олимпиади ирттерчӗ. Олимпиадӑна пурӗ 963 вӗренекен хутшӑнчӗ. Чӑваш шкулӗнчен 5-6 классенчен 553 ача, вырӑс шкулӗнчен 410 ача, республика тулашӗнчен 47 ача пӗлӗвне тӗрӗслерӗ. Пирӗн шкултан А.Артемьева (5 кл.) тата И.Кошелева (6 кл.) хутшӑнчӗҫ. Олимпиада ӗҫӗсем кӑсӑклӑ пулчӗҫ. И.Кошелева 30 балтан 25.5 балл пуҫтарса призерсен шутне кӗчӗ. Чӑваш чӗлхипе олимпиадӑра ҫитӗну тунӑ вӗренекенсене саламлатпӑр. Вӗсене малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Ю.В.Кошелева