Кӑҫалхи ҫул Раҫҫейре Астӑвӑм ҫулталакӗ пулнӑ май тата Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа шкулта оборонӑпа массӑллӑ тата спорт уйӑхлӑхӗ иртрӗ. Вӗренекенсем хӑйсене тӗрлӗ тупӑшусенче тӗрӗслерӗҫ. Ӳкерчӗксем ӳкерчӗҫ, шашкӑпа шахматла вылярӗҫ, пӑшалтан печӗҫ, йӗлтӗрпе чупрӗҫ, пӗрремӗш пулӑшу пама вӗренчӗҫ, тӗвӗсем ҫыхрӗҫ – тата тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухрӗҫ. Уйӑхлӑха стройпа утса иртессипе пӗтӗмлетрӗҫ. Кӗҫӗн классем хушшинче 4-мӗш класс 1-мӗш, 3-мӗш класс-2-мӗш, 2-мӗш класс 3-мӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Вӑтам классем хушшинче 7-мӗш класс 1-мӗш, 8-мӗш класс 2-мӗш, 9-мӗш класс 3-мӗш вырӑнсене пайларӗҫ. Тӗрлӗ ӑмӑртусенче ҫӗнтернӗ классене Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ классем Раҫҫей Геройӗ Л.С.Константинов вил тӑпри ҫине кайса пуҫ тайма тивӗҫ пулчӗҫ.
Ю.Кошелева, вӗрентекен