Уроксем хыççăн пурте уяв залне уява васкарĕç. Таньăсем ятпа çÿрекенсен хушшинче хĕрÿ тупăшу иртмелле. Уяв программине Михетова А.А. вĕрентекен кăсăклă та пуян содержаниллĕ хатĕрленĕ. Таньăсен уявĕнче вĕренекенсемпе пĕрле вĕрентекенсем те, вулав тата культура çурчĕнче тăрăшакансем те пулчĕç. «Çепĕçлĕх» тата «Таньăсем» ушкăнсем шÿтлĕ ыйтусем çине тĕрĕс хурав парассипе, хаçатран илемлĕ кĕпе ăсталассипе, юрă юрлассипе, кĕвĕ вăрттăнлăхне пĕлессипе, сăмах шутне астăвассипе тата тĕрлĕ-тĕрлĕ кăсăклă ĕçсем пурнăçлассипе ăмăртрĕç. Куракансене «Сепĕçлĕх» ушкăнри Галкина Т.Г вĕрентекен юрланă опера, çиппе çăмхана хăвăрт çавăрассипе «Таньăсем» ушкăнри Артемьева Т.И. библиотекарь пурнăçланă ĕçсем кăмăла кайрĕç. Уяв тĕршшĕпех куракансене Ананьева К., Иванова А, Ракова А.(8кл) Егорова И. (7кл) тата Ананьева И. юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Тĕрлĕ тупăшу витĕр тухса " Çепĕçлĕх» ушкăн 36 очко пуçтарса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Кайран пурте çавра сĕтел хушшинче тутлă тортпа сăйланчĕç. Уяв чунсенче хаваслă туйăм хăварчĕ.