Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çăкалăхри кĕçĕн тата вăтам классем хушшинче «Аслă Мăнкун» уявĕ пулса иртрĕ.Ăна 6-мĕш классен ертÿçи Куракова Р.Г. ертсе пычĕ. Ачасем класс сехетĕнче актовăй зала пухăнчĕç. Кунта вĕсем вырăс халăх юмахĕ тăрăх Мăнкун уявне халалласа «Теремок» юмаха выляса кăтартрĕç. Юмахăн тĕп тĕллевĕ – ачасенче туслăх туйăмне вăйлатасси, ваттисене , инкекри çынсене пулăшасси, шкулта тăрашса вĕренесси пулчĕ. Уява пухăннисем çамрăк артистсен пултарулăхĕпе кăмăллă юлчĕç. Малашне те ачасем ырăрах, пĕр-пĕрин патне тимлĕрех пулма шантарчĕç. Уяв вĕçĕнче ачасем пĕр-пĕрне Мăнкун çăмартипе хăналарĕç.