Çак кунсенче республика шайĕнче 6-мĕш хутчен «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» ятлă слет иртрĕ. Кăçалхи çул вăл Вăрнар районĕнчи Калининăри вăтам шкулта пулчĕ. Иртнĕ çулсенче 4 тата 5-мĕш слета килнĕ командăсене Çăкалăхри тĕп шкул йышăннăччĕ.
Слета республикăри 14 команда хутшăнма кăмăл тунă. Пирĕн район чысне Çăкалахри тĕп шкулти «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» ушкăн хÿтĕлерĕ. Ачасене хĕрÿ тупăшăва Кошелев А.И. вĕрентекен хатĕрлерĕ.
Хĕрÿ тупăшу пилĕк номинаципе иртрĕ. Çăкалахсен команди ялав йăтса утассипе - 1-мĕш, автомата сÿтсе пуçтарассипе тата «Пĕрремĕш пулăшу парасси» номинацинче - 2-мĕш, «Стройпа утасси» тата «Пирĕн пултарулăх» номинацисенче - 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Пилĕк тупăшу витĕр тивĕçлĕ тухса Çăкалăхри «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» ушкăн çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Малти вырăна тухнă ушкăна кубокпа тата дипломсемпе чысларĕç.
Ачасене тупăшăва кайса килме хамăр районти «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» транспортпа тивĕçтерчĕ.