Уроксем вĕçленнĕ хыççăн вĕренекенсемпе вĕрентекенсем ялти вулавăш çуртне васкарĕç. Кунта Р. Г. Куракова вĕрентекен ертсе пынипе «Хăвăн пултарулăхна кăтарт» ятпа 6-9-мĕш классем хушшинче конкурс пулса иртрĕ. Кашни вĕренекен хăйĕн пултарулăхне ăслалăхăн тĕрлĕ сферинче тĕрĕслерĕ. Ачасем хăйсен кашни тĕрĕс хуравĕшĕн нухрат пухрĕç. Камăн нумайрах нухрат, çавăн чухле балл. Пĕлÿ шыраса вĕренекенсем «Географи утравĕнче», «Çамрăк физиксем», «Ÿнер тĕнчинче», «Математика кăткăслăхĕ», «Ÿсен-таран сиплĕхĕ», «Истори çулĕпе», «Сăмах пуянлăхĕ» , «Çут тĕнче вăрттăнлăхĕсем», «Кино-театр асамлăхĕ» станцисенче пулчĕç. Чи малтан финиша В. Николаев тата Е. Ананьев çитрĕс. Вĕсем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Юлашкинчен пурте çавра сĕтел хушшине ларса пылак кучченеçпе сайланчĕç.