Çак кунсенче Липовка шкулне Ирçе Çармăс шкулĕнчи 9-мĕш классем хăйсен класс ертÿçипе Бенедиктова С.Ю. хăнана килчĕç. Тĕл пулу тĕллевĕ- икĕ шкул хушшинчи туслăха çирĕплетесси тата Раççей Геройĕ Л.С. Константинов ячĕпе хисепленекен музейра пулса курасси. Чи малтанах ачасем шкулпа паллашрĕç. Каярахпа пурте Герой музейне çул тытрĕç. Тĕлпулăва килнисене Исакова Н.В. вĕрентекен Раççей Геройĕн пурнăçĕнчи кăсăклă тата хумхануллă самантсемпе чуна витермелле каласа пачĕ. Ачасем музейри тĕрлĕ экспонатсемпе паллашрĕç. Унтан тĕлпулу пурне те «Хаваслă старта» йыхравларĕ. Кошелев А.И. хатĕрленĕ ăмартура икĕ ушкăнĕ те пĕр пек очкосем пуçтарма пултарчĕç. Юлашкинчен пурте юрă-ташă картинче савăнчĕç. Икĕ шкул хушшинчи тĕлпулу ачасен чунĕнче хавасла туйăм хăварчĕ.