Пятница, 29.03.2024, 03:32
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2017 » Апрель » 07

Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышаннăранпа 25 çул çитнине халалласа районти ача-пăча пултарулăхĕн çурчĕ «Символсенче – пирĕн тымарсем» ятпа пултарулăх конкурсĕ ирттерчĕ. Конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ. Пĕрремĕшĕ – « Чăваш республикин символĕсем – пирĕн истори», ал ĕçĕсен конкурсĕ, иккĕмĕшĕ – «Мĕнрен пуçланать-ши Тăван çĕр-шывăм ?» сăвăçсен конкурсĕ, виççĕмĕшĕ « Чăваш Ен. Иртни. Сăнсем» хайлавсен конкурсĕ. Вĕренекенсем сăвă , хайлав çырассипе тата тĕрлĕ ал ĕçĕсем тăвассипе тупăшрĕç. Сочиненисен конкурсĕнче Кошелева Мария , сăвăçсен конкурсĕнче Артемьева Анастасия çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Авдеева Т.А. вĕрентекенĕн ачи ... Читать дальше »

Просмотров: 411 | Добавил: Липовская_ООШ | Дата: 07.04.2017 | Комментарии (0)

Кăçалхи çул районта пĕрремĕш хут «Чĕрĕ сăмах» пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Вĕренекенсем чăваш литературинчи паллă прозаиксен хайлавĕсенчи сыпăксене илемлĕ каласа парассипе тупăшрĕç. Пирĕн шкултан ку конкурса пĕр тăван Артемьева Настьăпа Лена хутшăнчĕç. Вĕсем Виталий Енĕшĕн «Йытă макăрни», тата «Музыкант» хайлавсенчи сыпăксемпе паллаштарчĕç. Настьăпа Лена иккĕшĕ те вулакансен конкурсĕнче лауреат ята тивĕçрĕç.

Кошелева Юлия Васильевна, вĕрентекен.

Просмотров: 475 | Добавил: Липовская_ООШ | Дата: 07.04.2017 | Комментарии (0)

   Андриян Григорьевич Николаев тĕнче уçлăхне çĕкленни 55 çул çитнине халалласа республика шайĕнче иртекен пултарулăх конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ районта «Çăлтăрсем патне çул хывар» ятпа иртрĕ. Пултарулăх конкурсне пуçламăш тата вăтам классем хастар хутшăнчĕç. Ачасем хăйсен пултарулăхне «Космонавт-3», «Тĕнче уçлăхĕн тĕлĕнтермĕшĕсем» номинацисенче тĕрĕслерĕç. Кузьмина Юлия -9класс - 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Кошелева Ирина- 2класс, Егорова Инга- 7класс лауреатсем пулса тăчĕç . Конкурса хутшăннă пур вĕренекене те сертификатсем парса чысларĕç.

Кошелева Юлия Васильевна , вĕрентекен

Просмотров: 454 | Добавил: Липовская_ООШ | Дата: 07.04.2017 | Комментарии (0)

   Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа çĕр вунă çул çитнине халалласа «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен секцийĕ «Тантăш» хаçатпа пĕрле вилĕмсĕр поэта чысласа пултарулăх ăмăртăвĕ ирттерчĕ. Республика шайĕнче иртекен конкурса пирĕн шкулти ачасем те хастар хутшăнчĕç. Вĕренекенсем пултаруллă сăвăçăн пурнăçĕпе тата литературăри ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă викторина ыйтăвĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç. П.П.Хусанкай пурнăçĕ пирки кĕнекесем вуларĕç, тĕрлĕ тапхăрта çырнă сăввисене пăхса тухрĕç. Тупăшăва пурĕ 13 вĕренекен хутшăнчĕ. Кошелева Ирина -2класс, Ананьева Кристина, Артемьева Анастасия, Егорова Инга, Иванов Андрей, Семенова Таня, Шмелева Светлана-7класс, Иванова Анжелика, Ракова Анна, Ракова Таня ... Читать дальше »

Просмотров: 526 | Добавил: Липовская_ООШ | Дата: 07.04.2017 | Комментарии (0)

Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Апрель 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930