Четверг, 09.05.2024, 11:31
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2022 » Февраль » 22 » Асӑну турнирӗ
11:18
Асӑну турнирӗ

       Чечен ҫӗрĕ ҫинче хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӳре пуҫне хунӑ Паттӑрлӑх орденӗн кавалерне А.Н.Никитина асӑнса  Ҫӑкалӑхри тӗп шкулта спорт турнирӗ пулса иртрӗ.   Чи малтанах  вӗренекенсемпе тӑван  шкултан  вӗренсе тухнӑ,  Чечен вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем -   Сергей Васильев  тата  Александр Тарасов тӗл пулу ирттерчӗҫ.  Шкул директорӗ Федор Константинов Скворцов та паттӑр салтак пурнӑҫӗ, вӗренӗвӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ.  Малалла ӑмӑртусем иртрӗҫ. Чи малтанах  шашкӑлла выляссипе  ӑмӑртрӗҫ. Тупӑшу хӗру иртрӗ.    Шашкӑлла выляссипе 8-мӗш классен команди ҫӗнтерчӗ. «Ветерансем» команда 2-мӗш,  «6-7-мӗш классем»  ушкӑн 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.  Автомат сӳтсе пуҫтарассипе тата магазина патрон тултарассипе иртнӗ тупӑшура  каччӑсем хушшинче чи пултарулли  В. Николаев пулчӗ. 2-мӗш вырӑнта – Д. Васильев, 3-мӗш вырӑна Д.Кондратьев  тивӗҫрӗ.   Хӗр ачасем хушшинче  А. Тимофеева – 1-мӗш, В. Ананьева –2-мӗш, А. Артемьева –3-мӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Йӗлтӗрпе чупассипе В. Николаев ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ.   Ӑмӑртура ҫӗнтернисем пурте дипломсемпе тата  хаклӑ парнесене  тивӗҫрӗҫ.  

Юлия Кошелева

Просмотров: 107 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Февраль 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28