Вторник, 13.04.2021, 01:03
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Главная » 2020 » Январь » 27 » Çăкалăхсен çитĕнĕвĕ
20:24
Çăкалăхсен çитĕнĕвĕ

     Йăлана кĕнĕ тăрăх,  Шупашкарти  37-мĕш шкулта тинĕспе çар флочĕ енĕпе  республика ăмăртăвĕ иртрĕ.    Район чысне Çăкалăх шкулĕн кĕçĕн ÿсĕмри  икĕ команди хутĕлерĕ.  Кашни ушкăнра  виçшер ача ăмăртрĕ.  Пĕрремĕш кĕçĕн ушкăнра – Е. Ананьев (8-мĕш кл.) А. Тимофеева (7-мĕш кл.),  Г. Федорова (8 мĕш кл.) пулчĕç. Иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнра – И. Кошелева –(5-мĕш кл.), С. Абрашев, Д. Васильев –(6-мĕш кл.).  Ачасене тупăшăва А.И. Кошелев вĕрентекен  хатĕрлерĕ.  Ăмăртăва хутшăнакансем хăйсен пултарулăхне виçĕ  енлĕ тĕрĕслерĕç. Тĕвĕсем  çыхрĕç, ялав  семафорĕпе паллăсем парассипе тата инçете персе ывăтассипе тупăшрĕç.   Çăкалăх команди  семафорпа паллăсем парассипе 1-мĕш, тĕвĕсем çыхассипе 5-мĕш вырăнсене йышăнчĕ.    Пĕрремĕш кĕçĕн ушкăнри Çăкалăх ачисем 27 команда хушшинче 2-мĕш вырăна тивĕçрĕс. Иккĕмĕш кĕçĕн ушкăн 27 команда хушшинче   8-9-мĕш вырăнсене тухрĕç. Г. Федорова   ялав семафорĕпе паллăсем парассипе 2-мĕш, А. Тимофеева 3-мĕш вырăна  тивĕçрĕç.  Малти вырăнсене тухнă командăсене дипломсемпе тата кубокпа  чысларĕç. 

                                                                                                              Ю.В. Кошелева, вĕрентекен.

Просмотров: 103 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск
Баннеры
Календарь
«  Январь 2020  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031