Среда, 08.05.2024, 07:43
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2022 » Апрель » 25 » Чӑваш чӗлхи эрнелӗхӗ
12:01
Чӑваш чӗлхи эрнелӗхӗ

           Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Ҫӑкалӑхри тӗп  шкулта   эрнелӗх  иртрӗ. Кашни кунах тӗрлӗ мероприти пулчӗ.   Тунтикун  эрнелӗхе уҫрӗҫ. Класс сехечӗсенче  «И.Я.Яковлевӑн вилӗмсӗр ӗҫӗсем» презентаци куравӗпе, хайлавӗсемпе  паллашрӗҫ.   Чӑваш чӗлхине халалласа ҫырнӑ  паллӑ сӑвӑҫӑсен   ӗҫӗсене  вуларӗҫ. Ытларикун  5-9 классем хушшинче    «Тӑван чӗлхе –атте-анне чӗлхи» ятпа  викторина иртрӗ. Кунта  А.Семенова  (5кл.),  В.Алексеев, А. Артемьева (6кл.), И. Кошелева (7кл.) С. Абрашев, Д. Васильев, Д. Кондратьев (8кл.)  тата А. Тимофеева (9кл.) чи нумай балл пуҫтарса ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗҫ.Ҫавӑн пекех  «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем»  темӑпа калаҫу ирттерчӗҫ, презентаци пӑхрӗҫ.   Юнкун  5-8 классем хушшинче   «Чи пултаруллисем»  ятпа  КВН иртрӗ.  Кунта «Сарӑ ача» тата «Сарӑ хӗр» ушкӑнсем тупӑшрӗҫ.  Вӗренекенсем  тупмалли юмахсемпе, ваттисен сӑмахӗсемпе, сӑнавсемпе ӗҫлерӗҫ, сӑвӑ ҫырассипе ӑмӑртрӗҫ.  52 балл пуҫтарса «Сарӑ хӗр» ушкӑн  малти вырӑна тухрӗ.   Кӗҫнерникун «Пирӗн тӑрӑхри паллӑ ҫынсем» ятпа пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Ачасем мухтавлӑ ентешсене халалласа  хайлавсем ҫырчӗҫ.   5-9-мӗш класс хушшинче  «Чӑваш чӗлхи ӑстисем» ятпа вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Эрнекун  «Эпӗ чӑваш ачи» сӑвӑҫсен пултарулӑх конкурсӗ  пулчӗ. Вӗренекенсем тӑван чӗлхе пирки сӑвӑсем ҫырчӗҫ.  Тунтикун вӗренекенсемпе шкул ачисем «Пӗтӗм Чӑваш  диктанчӗ-2022» акцие хастар хутшӑнчӗҫ. Эрнелӗхре хастар пулнӑ вӗренекенсене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.   

                                            Юлия Кошелева, вӗрентекен

Просмотров: 109 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Апрель 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930