Четверг, 02.05.2024, 11:12
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2021 » Апрель » 26 » Чӑваш чӗлхи эрни
10:13
Чӑваш чӗлхи эрни

       Шкулта чӑваш чӗлхине халалласа тӗрлӗ мероприяти  иртрӗ.  Тунтикун вӗренекенсем  «И.Я.Яковлевӑн вилӗмсӗр ячӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ»  презентаци  курчӗҫ, уроксенче ҫутта кӑлараканӑмӑрӑн  пурнӑҫӗпе, халалӗпе  паллашрӗҫ.    Чӑваш чӗлхи  урокӗсенче   «Чӑваш ҫырулӑхне - 150 ҫул» ятпа  викторина иртрӗ. Ытларикун  5-9 –мӗш классем «Чӑваш чӗлхи - пӗлу чӗлхи» онлайн-викторинӑра  пӗлӗве тӗрӗслерӗҫ.   6- 9 –мӗш класс  ачисем  «И.Я.Яковлев ҫамрӑксен асӗнче» ятлӑ кинопа паллашрӗҫ. Юнкун  вӗренекенсем  республикӑри «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акцие хутшӑнчӗҫ, чӑваш чӗлхине халалласа сӑвӑсем каларӗҫ.  Кӗҫнерникун  «Пулас чӗлхеҫӗсем»   КВН иртрӗ.  5-8-мӗш классенче  «Кам  тавҫӑруллӑрах?» ятпа викторина пулчӗ.    Ҫӗнтерӳҫӗ  ята В. Алексеев,  А. Артемьева , И. Кошелева, С. Абрашев,  А. Тимофеева  тивӗҫрӗҫ.  Эрнекун  вӗренекенсем  хушшинче   «Тӑван чӗлхем-таса хӗлхем»   сӑвӑҫсен конкурсӗ иртрӗ.  Кашни класс чӑваш чӗлхине халалласа сӑвӑ шӑрҫаларӗ.  Эрнипех «Чӑваш ҫӗршывӗ –Чӑваш Ен» ятпа ӳкерчӗксен куравӗ пулчӗ.  Ку конкурсра пуҫламӑш классем пуҫаруллӑрах пулчӗҫ.

Юлия Кошелева,   вӗрентекен

Просмотров: 298 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Апрель 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930