Среда, 08.05.2024, 12:25
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2022 » Апрель » 20 » Чӑваш чӗлхи эрни
11:17
Чӑваш чӗлхи эрни

   

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Липовкăри тĕп шкулта чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Чăваш чĕлхи эрнине халалласа 5-9-мĕш класра вĕренекенсем "И.Я. Яковлевăн вилĕмсĕр ĕçĕсем"  презентаци куравĕпе, кĕнекесен выставкипе, унăн хайлавĕсемпе паллашрĕç.

Иван Яковлевича, чăваш тĕнчине çутта кăлараканне, пĕлмен çын çук та ĕнтĕ. И. Яковлев хăйĕн вăхăтри çынсене ырми-канми ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Вăл чăваш çырулăхне шухăшласа кăларнă, халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн тăпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачĕ, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, литература  хаклавçи.  Гимназире вĕреннĕ чухне вырăс тата тулашри  классикăпа паллашнă.

Пурте И.Яковлев кĕнекисене вулама юратаççĕ. Ун калавĕсем çăмăллăн вуланаççĕ. Хăйĕн кĕнекисемсĕр пуçне вăл ют чĕлхерен те чăваш чĕлхине нумай кĕнеке куçарнă. Çавăнпа ăна çырулăх ăстаçи кăна мар, тата чăваш литературин ашшĕ теме юрать.

Иван Яковлев хăйĕн хайлавĕсене 19 ĕмĕрте çырнă пулин те паянхи кунччен те çивĕч ĕç тĕллевлĕ.

Калаçу вĕçĕнче ачасем:  «И. Я. Яковлев чăваш халăхĕн йывăр пурнăçĕ çинчен нумай шутланă, чăвашсене вĕрентесшĕн, çутта кăларасшăн пулнă. Тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă»,- тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.

Просмотров: 141 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Апрель 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930