Среда, 08.05.2024, 17:49
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2022 » Май » 27 » Юнкорсен слетӗнче
11:52
Юнкорсен слетӗнче

    «Хыпар» издательство ҫурчӗ ҫак кунсенче  ҫамрӑк корреспондентсене  «Тантӑш»  хаҫатӑн  слетне  йыхравларӗ.    Кӑҫалхи ҫул черетлӗ тӑваттӑмӗш  слет иртрӗ.    Ҫак хисепе пирӗн районтан Ҫӑкалӑхри тӗп шкулти пилӗк хастар юнкор тивӗҫрӗ.    Уява  чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ регионсенчен ҫӗре яхӑн  ача  килсе ҫитрӗ. Слетра  ача-пӑча кӑларӑмӗсен  ҫывӑх тусӗсене саламларӗҫ. «Тантӑш» хаҫатӑн   лауреачӗсене – И. Кошелевӑпа А. Тимофеевӑна дипломсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех хаҫат ирттернӗ «Ӗҫ паттӑрлӑхӗ» ӳкерчӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫине А. Тимофеевӑна  Хисеп хучӗпе  саламларӗҫ. Ҫӑкалӑх ачисем „Яланах «Тантӑшпа» пӗрле» видеоролик конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулнӑ май торт, Хисеп хучӗсем илме тивӗҫ пулчӗҫ.   Кӑҫалхи ҫул Мухтвлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ «Пирӗн ялти паллӑ ҫын» хайлавсен конкурсӗнче  И. Кошелева 1-мӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ  Т.Вашуркина хастар юнкора  дипломпа саламларӗ.  Чыслав иртнӗ хыҫҫӑн уява пуҫтарӑннисем   ултӑ енлӗ мастер-классене кайрӗҫ. Кунта ҫамрӑк корреспондентсем пичет ӗҫӗнчи вӑрттӑнлӑхсемпе паллашрӗҫ, паллӑ журналистсемпе калаҫусем ирттерчӗҫ. Ачасемшӗн пурте кӑсӑклӑ та усӑллӑ пулчӗ. Хаҫат тусӗсем   малашне те «Тантӑшпа» тачӑ ҫыхӑну тытма шантарчӗҫ.   Слета пухӑннисем  хӑйсене уяв туса панишӗн хаҫатра ӗҫлекенсене тав турӗҫ,

                                                                                                  Ю.  Кошелева 

Просмотров: 83 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Май 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031