Воскресенье, 05.05.2024, 13:20
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2024 » Апрель » 13 » Кӑмӑллӑ тӗл пулу
22:03
Кӑмӑллӑ тӗл пулу

      Пӗлӳ ҫурчӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем шкулпа тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Вӗсем шкул пурнӑҫӗпе кӑсӑклансах тӑраҫҫӗ.
     Нумаях пулмасть вӗренекенсемпе Ксения Кошелева тӗл пулу ирттерчӗ. Ксюша — блогер тата ӳнерҫӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери ТЮРКС (Турцири Сафранболу хули) пултарулӑх лабораторийӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Мал ӗмӗтлӗ ӳнерҫӗ хӑйӗн иллюстрацийӗсемпе палӑрнӑ. Вӑл «Чувишенка» тата «Хӗрсем» YouTube каналсем ертсе пырать. Ксения — иллюстратор. Унӑн юратнӑ ӗҫӗ — чӑваш халӑх ӳнер культурине ҫывӑх ӳкернӗ открыткӑсем, ҫыпӑҫтаркӑчсем, календарьсем калӑпласси.
     Ксения ачасене пултарулӑх ҫулӗн малтанхи утӑмӗсем пирки каласа пачӗ. Хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. Ачасем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравсем илчӗҫ. Тӗл пулу кӑмӑллӑ иртрӗ.

Просмотров: 25 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Апрель 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930