Четверг, 09.05.2024, 21:22
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2022 » Март » 6 » Ҫӑкалӑхсем –ҫӗнтерӳҫӗсем
05:41
Ҫӑкалӑхсем –ҫӗнтерӳҫӗсем

        Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче   районти  ҫамрӑк армеецсем, кадет класӗсем хушшинче  «Пире ҫак ӗмӗре хутӗлеме шаннӑ» чӗнӳпе  ҫарпа спорт фестивалӗ иртрӗ. Ҫамрӑк армеецсен тупӑшӑвне 7 команда хутшӑнчӗ. Ҫӑкалӑх шкулӗн чысне     А. Артемьева( 6кл.), В. Ананьева, И. Кошелева (7кл.), С. Абрашев,  М. Ананьева, Д. Васильев, Д.Кондратьев (8кл.), В. Николаев (командир),  А. Тимофеева (9кл.) хӳтӗлерӗҫ.  Фестивальте командӑсем  пилӗк тӗрлӗ тупӑшу витӗр тухрӗҫ.  Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, Ҫӑкалӑхри ҫамрӑк армеецсем пур тупӑшу витӗр тивӗҫлӗ тухса 7 команда хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗҫ.  Вӗсем  паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа   ирттернӗ пултарулӑх конкурсӗнче, стройпа утса иртессипе тата эстафета чупассипе 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

       «Паттӑрсем пек пулар»  истори темипе  иртнӗ викторинӑра, автомата  сӳтсе пуҫтарассипе тата автомат магазинне патронпа тултарассипе-2-мӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. Малти вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене  дипломсемпе саламларӗҫ.  Ҫак ҫитӗнӳ Ҫӑкалӑхсем хӑйсен ентешӗн –Раҫҫей Геройӗ Л.С.Константинов ятне ҫӳллӗ шайра тытнине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе пачӗ. 

                                                      А.Кошелев, физкультура учителĕ

Просмотров: 73 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Март 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031