Четверг, 09.05.2024, 09:36
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2022 » Март » 13 » Ҫӗнтерӳҫӗсем
05:43
Ҫӗнтерӳҫӗсем

     Ҫӗмӗрле хулинче ҫарпа патриот клубӗсем,   ҫамрӑк армеецсем тата  кадет класӗсем хушшинче  «Пире ҫак ӗмӗре хутӗлеме шаннӑ» чӗнӳпе республика  фестивалӗ иртрӗ.   Фестивале республикӑри районсемпе  хуласенчен пурӗ 37 команда хутшӑнчӗ. Кадет класӗсем – 15 команда, ҫарпа патриот клубӗсем – 10 команда тата республикӑри шкулсенчи ҫамрӑк армеецсен 12 команди.    Йӗпреҫ районӗн чысне Ҫӑкалӑхри тӗп шкулти ҫамрӑк армеецсем   Аня Артемьева  (6кл.), Валя Ананьева, Ирина Кошелева (7кл.), Сергей Абрашев, Майя Ананьева, Денис Васильев, Дима Кондратьев (8кл.), Валера Николаев (командир), Алина Тимофеева (9кл.) хӳтӗлерӗҫ.   5 енлӗ  тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Автомата сӳтсе пуҫтарассипе тата автомат  магазинне патронпа  тултарассипе, «Паттӑрсем пек пулар» ятпа иртнӗ викторинӑра   2-мӗш вырӑна тухрӑмӑр.  Эстафета чупассипе   3-мӗш пултӑмӑр. Стройпа  утса иртессипе тата пултрулӑх конкурсӗсенче 5-мӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр.  Республикӑри ҫамрӑк армеецсен 12 команди хушшинче шкул команди  ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ. Малти вырӑна тухнӑ командӑна кубокпа,  дипломпа тата   медальсемпе чысларӗҫ. 

                                                      А.И   Кошелев, физкультура учителĕ

Просмотров: 110 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Март 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031