Среда, 08.05.2024, 08:58
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2023 » Май » 30 » Пограничниксен кунӗ
09:17
Пограничниксен кунӗ

Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Йӗпреҫ округӗнче Пограничниксен кунне паллӑ турӗҫ. Ӑна "Пограничниксен туслӑхӗ" общество организацийӗ йӗркелерӗ. Уяв Астӑвӑм скверӗнче иртрӗ. Ҫак сумлӑ мероприятине пирӗн шкулти ҫамрӑк пограничниксене йыхравларӗҫ. С. Абрашев, А. Артемьева, Д. Васильев, И. Кошелева обелиск умӗнче постра тӑчӗҫ. Район чысне спортпа тата ҫарпа патриот вӑййисенче чыслӑн хӳтӗленӗшӗн Ҫӑкалӑхри ҫамрӑк пограничниксен ушкӑнне "105 лет Пограничным войскам РФ"ятлӑ медаль парса чысларӗҫ. Пограничник тусӗсене пылак кучченеҫ парса хавхалантарчӗҫ. Малалла пограничник-ветерансем тата вӗренекенсем Раҫҫей Геройӗ Л. С. Константинов ҫуралнӑ килӗ, Липовка шкулӗнчи Пограничниксен юпи умӗнче пуҫ тайрӗҫ. Паттӑр ентӗшӗмӗре асра тытса самант шӑп тӑчӗҫ, чечек ҫыххисем хучӗҫ. Паттӑр ятне малашне те чыслӑн тытса пыма сӑмах пачӗҫ.

                                                               Кошелева Ю.В., чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ

 

Просмотров: 63 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Май 2023  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031