Среда, 08.05.2024, 14:00
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2022 » Апрель » 26 » Пресс-конференцинче
12:04
Пресс-конференцинче

   Чӑваш чӗлхи кунӗнче,  ака уйӑхӗн  25-мӗшӗнче,  Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Тантӑш» хаҫатӑн  корреспонденчӗсемпе  пресс-конференци ирттерчӗ. Конеренцине республикӑри тӗрлӗ   районсенчен чи  хастар юнкорсене, хаҫатӑн ҫывӑх тусӗсене чӗнсе илчӗҫ.  Пурӗ 17 вӗренекен хутшӑнчӗ.   Ҫак хисепе  Ҫӑкалӑхри тӗп шкулта вӗренекен  И. Кошелева (7кл.) тата А. Тимофеева (9кл)  тивӗҫрӗҫ.  Вӗсем иккӗшӗ те 5-мӗш класранпах хаҫатпа тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ. «Тантӑш» хаҫатӑн лауреачӗсем те пулчӗҫ.  Тӗлпулу  Пичет ҫуртӗнче иртрӗ. Ачасене «Тантӑш» редакцийӗнче ӗҫлекенсем кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ. «Тетте», «Тантӑш» кӑларӑмсен  редакторӗ Л.М.Атаманова хаҫат тусӗсене Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламларӗ.  Конференцие тӗп редактор Т.Г Вашуркина ертсе пычӗ.  Ҫамрӑк корреспондентсем  Олег Николаева хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене пачӗҫ, ачалӑх вӑхӑтӗнчи интереслӗ самантсемпе кӑсӑкланчӗҫ.    Олег Николаев хаҫатӑн ҫывӑх тусӗсене тулли, ӑнланмалли хуравсем пачӗ. Пресс-конференци кӑмӑллӑ иртрӗ. Кунта ачалӑх тӗнчи хуҫаланчӗ. Юлашкинчен  Олег Николаев  ҫамрӑк корреспондентсене хаҫатпа малашне те туслӑ пулма, тӑрӑшса вӗренме, спортпа туслӑ пулма сунчӗ.  Пресс-конференцие хутшӑннӑ  ачасене пурне те    парнепе хавхалантарчӗҫ. Юлашкинчен пурте пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗҫ.  Ҫавӑн пекех  тӗлпулӑва  Чӑваш телевиденийӗ  ӳкерчӗ.  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулни ачасен чунӗнче ырӑ туйӑм хӑварчӗ. 

                               Юлия  Кошелева, вӗрентекен

Просмотров: 82 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Апрель 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930