Пятница, 26.04.2024, 10:43
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2021 » Апрель » 11 » Республикӑри ҫамрӑк патриотсен  слечӗ
08:38
Республикӑри ҫамрӑк патриотсен  слечӗ

         Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хапӑсри вӑтам шкулта   республикӑри ҫамрӑк патриотсен    слечӗ иртрӗ.  Слета  этем космоса ҫӗкленни 60 ҫул ҫитнине халалласа ирттерчӗҫ. Ӑмӑртӑва   республикӑри хуласемпе районсенчен  12 команда хутшӑнчӗ.  Аслӑ ӳсӗмре  5 команда, кӗҫӗн ӳсӗмрисем  7 команда хушшинче тупӑшрӗҫ.           Район чысне  Ҫӑкалӑхри тӗп шкул  команди хӳтӗлерӗ.   И. Кошелева - (6-мӗш кл.), С.  Абрашев,  Д. Васильев, Д.Кондратьев - (7-мӗш кл.), В. Николаев, А. Тимофеева - (8-мӗш кл.),  Е. Ананьев, Л. Артемьева,  Д. Макарова, А. Шамбина,  Г. Федорова - (9-мӗш кл.) ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленчӗҫ.  Слета  хутшӑнакансем  8 тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫларӗҫ.      Пирӗн шкул команди    автомат сӳтсе пуҫтарассипе, «Пӗрремӗш пулӑшу  парасси»   эстафетӑра  тата    «Стройпа утса иртесси» конкурссенче  1-мӗш вырӑнсене йышӑнчӗ.  Тупӑшура   малти вырӑнсене йышӑннӑ    ачасене грамотӑсемпе хавхалантарчӗҫ.

А.И.Кошелев, вӗрентекен

Просмотров: 185 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Апрель 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930