Понедельник, 06.05.2024, 10:57
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2024 » Февраль » 22 » Тӑван  чӗлхе кунӗ
11:44
Тӑван  чӗлхе кунӗ

      Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне  2000-мӗш ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ- чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне аталантарасси, чӗлхесене упрасса хӑварасси. Тӑван чӗлхе кунне халалласа Ҫӑкалӑхри тӗп шкулта  эрнелӗх     иртрӗ.   Чи малтанах  вӗренекенсем «Чӑваш чӗлхи манӑн тӑван чӗлхем»  ятлӑ стена хаҫачӗ кӑларчӗҫ. Класс сехечӗсенче тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ, илемӗ пирки калаҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех «Тӑван чӗлхем, чечеклен»» ятпа ӳкерчӗксен конкурсӗ иртрӗ. Пултарулӑх конкурсӗнче 2- 7 -мӗш классем хастар пулчӗҫ. 5 -мӗш тата 6-мӗш классенче «Чӗлхеҫӗсем» ятпа КВН иртрӗ.  «Чечексем» тата Ҫӑлтӑрсем» ушкӑнсем тупӑшрӗҫ. Вӗренекенсем тупмалли юмахсен хуравне шырарӗҫ, сӑнавсен пӗлтерӗшне тупрӗҫ, ваттисен сӑмахӗсене вӗҫлерӗҫ. Тӑван чӗлхене халалласа сӑвӑ ҫырчӗҫ. Палӑртнӑ сыпӑксемпе сӑмахсем тупрӗҫ «Чечексем» ушкӑн ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ.  Эрнелӗхӗн ытти кунӗсенче  ачасем  «Иван Яковлевич Яковлевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ»  ятлӑ  презентаци курчӗҫ. Чӑваш алфавичӗн историйӗпе паллашрӗҫ. Полина Абрамова, Анна Артемьева,  Марина Васильева,  Юлия Иванова, Дима Иванов, Арина Константинова,  Артур Кержаев, Аделина Савастьянова, Алиса Семенова «Эпӗ тӑван чӗлхепе калаҫатӑп» сӑвӑ вулакансен конкурсӗнче палӑрчӗҫ.   Ҫавӑн пекех уяв ялти вулавӑш ҫурчӗнче те иртрӗ.  Кунта ӗҫлекен Надежда Витальевна   Михайловӑпа Татьяна Ивановна Артемьева  ачасемпе «Тӑван  чӗлхене пӗлмеллех» ятпа калаҫу ирттерчӗҫ.  Вӗренекенсем чӑваш чӗлхине халалласа сӑвӑсем вуларӗҫ. Конкурсра палӑрнӑ ачасене пылак кучченеҫпе сайларӗҫ.   Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ эрнелӗхре ачасем хастарлӑхпа палӑрчӗҫ. 

Ю.В. Кошелева

Просмотров: 31 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Февраль 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
26272829