Четверг, 09.05.2024, 13:07
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2022 » Февраль » 25 » Тупӑшу хӗру иртрӗ
08:30
Тупӑшу хӗру иртрӗ

       Ҫӑкалӑхри тӗп шкулта спортпа ҫар вӑййисен уйӑхлӑхне халалласа тӗрлӗ конкурс пулчӗ.  Вӗренекенсем ӳкерчӗксен конкурсне те, пӑшалпа тӗл персе лектерессипе, йӗлтӗрпе чупассипе, мини-футбол выляссипе, хаваслӑ стартсене, пирвайхи пулӑшу парассипе, викторинӑсене  тата тӗрлӗ тупӑшусене хутшӑнчӗҫ.  Чи явапли  -  стройпа утса иртесси пулчӗ. Ҫак кун шкула районти» Н.Ю.Шашкин ертсе пырака «Пограничниксен туслӑхӗнчен»  пограничниксем килчӗҫ. Малтанах вӗсем ачасемпе   Паттӑрлӑх урокӗсем ирттерчӗҫ.  Ун хыҫҫӑн пурте спортзала васкарӗҫ. Кунта 1-мӗш класран пуҫласа 9-мӗш класс таран хӗрӳ тупӑшу иртмелле.  Паян вӗсен тӑрӑшулӑхне районтан килнисем хак параҫҫӗ.  Чи малтан ӑмӑртӑва кӗҫӗн классем пуҫларӗҫ. Кӗҫӗн классем хушшинче  ҫӗнтерӳҫӗ ята 1-мӗш классем тивӗҫрӗҫ (командирӗ –А. Константинова), 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене 2-мӗш тата 3-мӗш классем пайларӗҫ.  Вӑтам тата аслӑ классем хушшинче 8-мӗш классем 1-мӗш вырăна (командир – Д. Кондратьев) тивӗҫрӗҫ. 5-мӗш классем 2-мӗш (командирӗ  - А. Семенова) пулчӗҫ. 3-мӗш вырӑна 6-мӗш классем тивӗҫрӗҫ (командирӗ – А. Артемьева. 7-мӗш тата 9-мӗш классене Тав хучӗ парса хавхалантарчӗҫ. Хӑнасем  те уява пушӑ алӑпа килмен.  Вӗсем   «Юнармия» юхӑмра тӑракан кашни армееца  телняшка тата берет парса хавхалантарчӗҫ. Юлашкинчен пурте асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ.

                                          Юлия Кошелева

Просмотров: 117 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Февраль 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28