Понедельник, 06.05.2024, 04:52
Приветствую Вас Гость | RSS

Официальный сайт МБОУ Липовская ООШ

Меню сайта
Статистика

Главная » 2024 » Февраль » 18 » «Туркай вулавēсем — "Ан хāр, юман, ан ватāл!"» фестиваль
19:48
«Туркай вулавēсем — "Ан хāр, юман, ан ватāл!"» фестиваль

         Пучинке салинче нарāсāн 17-мēшēнче пēтēм тēнчери тāван чēлхе кунне халалланā «Туркай вулавēсем — "Ан хāр, юман, ан ватāл!"» фестиваль иртрē.   Фестивале хутшӑнакансем Валерий Туркай тата Раиса Сарпи ҫырнӑ сӑвӑсене шӑрантарчӗҫ. 

        Пирēн шкул ачисем те хастар хутшāнчēç. Аня Артемьева (8 класс, вēрентекенē Н.В. Исакова) В. Туркайāн «Эпир çēнтеретпēр» сāвва чуна пырса тивмелле каларē. Сāвā авторē те Аньāна:  «Кашни сāмахнех чēререн каларāн. Хумхантарсах ятāн эс мана. Ахāртнех, хāвāн та чуну хумханчē пулмалла», – тесе палāртрē.

        Юля Иванова (5 класс, вēрентекенē Ю.В. Кошелева) «Йāмāк» сāвāпа савāнтарчē. Валерий Туркай Юльāна та хавхалантарса āшā сāмахсем каларē. Çāкалāх ялне салам калама хушрē.

      Арина Константинова (3 класс, вӗрентекенӗ М.Н. Орлова ) Р. Сарпин «Айāпли кам?» сāвва кāмāла уçса вуларē. В. Туркай āна: «Артистка вēт. Чāн-чāн артистка, хатēр артистка», – тесе мухтарē.

     Саша Андреева (2 класс, вēрентекенē Т.А. Авдеева) «Илемпи» сāвва тāрāшсах итлекен патне çитерчē. В. Туркайпа Р. Сарпи Сашāна āнāçy сунчēç, малашне те хутшāнма cēнчēç.

    Пур ачана та Валерий Владимирович кēнеке парнелерē, малашне тата та хастар пулма сēнчē. Пирēн ентеше, Раççей Федерацин Геройне Л.С. Константинова аса илсе те āшā сāмахсем каларē.

     Фестиваль пēтēмлетēвē тāрāх 1-4 классем хушшинче 3-мēш класри Арина Константинова 1-мēш вырāна тухрē. Аня, Юля, Саша сертификатсене тивēç пулчēç.

      Пур ачана та, вӗсен вēрентекенēсене те саламлатпāр! Малашне те çитēнÿсем тума сунатпāр.

М.Н. Орлова, вēрентекен

Просмотров: 46 | Добавил: Адмнистратор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Обратная связь
Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?
Баннеры
Календарь
«  Февраль 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
26272829