Çак кунсенче Липовкăри тĕп шкулта чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши тата çак шкултан вĕренсе тухнă чăваш писателĕсен Союзĕн членĕ Краснова Надежда Павловна хăнара пулчĕç. Чăваш çи-пуçĕ тăхăннă ачасем сумлă хăнасене тарават кĕтсе илчĕç. Тĕл пулу умĕн вĕренекенсем паллă çыравçăн пурнăçĕпе, хайлавĕсемпе паллашрĕç, килĕшнĕ кĕнекисем тăрăх «Юхма Мишши хайлавĕсенчи юратнă сăнарсем» ÿкерчĕксен куравĕ йĕркелерĕç.
Паллă çыравçă çамрăк ăрăва хăйĕн пурнăçĕнчи тата пултарулăхĕнчи кăсăклă самантсемпе паллаштарчĕ. Авторăн ку таранччен 300 ытла кĕнеке пичетленнине, хайлавĕсене 110 ытла чĕлхене куçарнине ачасем тĕлĕнсе итлерĕç. Халăх çыравçи тăван халăхăн кун-çулĕ пирки паллаштарнине те в
... Читать дальше »