Çак кунсенче Липовкăри тĕп шкулта чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши тата çак шкултан вĕренсе тухнă чăваш писателĕсен Союзĕн членĕ Краснова Надежда Павловна хăнара пулчĕç. Чăваш çи-пуçĕ тăхăннă ачасем сумлă хăнасене тарават кĕтсе илчĕç. Тĕл пулу умĕн вĕренекенсем паллă çыравçăн пурнăçĕпе, хайлавĕсемпе паллашрĕç, килĕшнĕ кĕнекисем тăрăх «Юхма Мишши хайлавĕсенчи юратнă сăнарсем» ÿкерчĕксен куравĕ йĕркелерĕç.
Паллă çыравçă çамрăк ăрăва хăйĕн пурнăçĕнчи тата пултарулăхĕнчи кăсăклă самантсемпе паллаштарчĕ. Авторăн ку таранччен 300 ытла кĕнеке пичетленнине, хайлавĕсене 110 ытла чĕлхене куçарнине ачасем тĕлĕнсе итлерĕç. Халăх çыравçи тăван халăхăн кун-çулĕ пирки паллаштарнине те вĕренекенсем кăсăкланса тимлерĕç. Тĕл пулăва пуçтарăннисем юратнă çыравçа чылай ыйту пачĕç.
Чăваш халăх çыравçи шкула пушă алăпа килмен. Шкул директорне, Ф.К.Скворцова, пĕлÿ çурчĕн вулавăшĕ валли 300 ытла кĕнеке (20 пин тенкĕ ытла) парнеленине çирĕплетекен хута тыттарчĕ. Çавăн пекех вăл çамрăк ăрăва тăрăшса вĕренме, тăван чĕлхене упрама пил пачĕ.
Краснова Надежда Павловна та пушă алăпа килмен. Тăван шкула хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ, парне пачĕ, пухăннисене хăйĕн пултарулахĕпе паллаштарчĕ. Юхма Мишши ял-йыш умĕнче Н.П.Краснована «Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ» ята тивĕçнĕшĕн саламларĕ.
Маллалла ачасем паллă çыравçăн кĕнекисен куравĕпе паллашрĕç.
Хаклă хăнасем Раççĕй Геройĕ Л.С.Константинов ячĕпе хисепленекен музейри экспонатсемпе паллашрĕç, Исакова Н.В. вĕрентекен паттăр пурнăçĕ пирки каласа панине хумханса итлерĕç.
Юлашкинчен пурте асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç. Тĕл пулу кашнин чунĕнчех ырă туйăм хăварчĕ.
Ю.В.Кошелева, вĕрентекен. |