Çак кунсенче районта Çемен Элкер çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Элкер вулавĕсем-2019» ятпа наукăпа практика конференцийĕ пулса иртрĕ. Конференцире пилĕк тĕрлĕ секци ĕçлерĕ. 9-мĕш класра вĕренекен А. Артемьева «Автор прозипе поэзи» секцие хутшăнчĕ. Пултаруллă хĕр ача хăйĕн ĕçне «Малтанхи утăмсем» ятпа хÿтĕлерĕ. Жюри членĕсем Настьăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç. Вăл 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ.
Пĕтĕм Тĕнчери халăхсен чĕлхине тата Театр çулталăкне халалласа районта чăвашла, тутарла тата мордва чĕлхисемпе каласа юптарусен конкурсĕ пулса иртрĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – тăван чĕлхене упрасси тата пултаруллă ачасене аталантарасси пулчĕ. Çамрăк артистсем паллă юптаруçăсен тата çамрăк авторсен ĕçĕсене суйласа илчĕç. Пирĕн шкултан фестивале виçĕ вĕрентекен хутшăнчĕ. Вĕсем шкултан вĕренсе тухнă К. Кошелева çамрăк авторăн хайлавĕсене суйласа илчĕç. М. Ананьева (5-мĕш класс) «Кивĕ Витрепе Çĕнĕ Витре» юптарупа 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. А.Тимофеева (6-мĕш класс) «Икĕ Çурта» тата А.Артемьева (3-мĕш класс) «Пыл Хурчĕпе Шăна» хайлавсемпе 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене пурне те дипломсемпе чыс
... Читать дальше »